Николай Васильевич Никольский, — «Хыпар» хаҫата никӗслекенӗ, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. 1878 ҫулта ҫуралнӑ. 1961 вилнӗ. Истори ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, XVIII ӗмӗрти чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тӗпчекенӗ. Лексикографи ыйтӑвӗсемпе те ӗҫленӗ.
Пичетленсе тухнӑ:
1. Конспект по грамматике чувашского языка. Казань, 1909; 2-е изд. 1910.
2. Русско-чувашский словарь. Казань, 1910.
3. Краткий чувашско-русский словарь. Казань, 1919.
Ал ҫырӑвӗсем пек упранакансем:
1. Чӑвашла-вырӑсла словарь. (1903—1914).
2. Вырӑсла-латинла-чӑвашла словарь. (1926).
Икӗ алҫырӑвӗ те ЧНТИ архивӗнче упранать.
Хыпар (хаҫат ҫинчен)